Пушар сăлтавĕ юсавсăр мăрье те
ПУРНĂÇРИ чылай пăтăрмах хамăр асăрханманнипе сиксе тухать. Вут-çулăмпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Уйрăмах сивĕ вăхăтра çуртсенче кăмăка хутнă самантра сыхă пулмалла, вĕсене пăхсах тăмалла. Районти пушар надзорĕн инспекторĕсем час-часах вырăнсенче пулса коллективсенче пушар хăрушсăрлăх йĕрки пирки калаçусем ирттереççĕ. Хальхинче вĕсем хĕле хатĕрленес тĕллевпе "Кăмака хутас" операци йĕркеленĕ. Çавна май рейд вăхăтĕнче Тутар Сăкăт ялĕнчи хăш-пĕр хуçалăхра хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнине тупса палăртнă. Кăмака хутма пуçличчен малтан тĕплĕн хатĕрленмелле, маччаран çỹлелле каякан мăрьене юсамалла, тăмпа тунă шĕвекпе çурăлнă вырăнсене сĕрмелле тата шур тăмпа шуратмалла.