Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Вырăнтине суйла - хамăрăнне туян"

РЕСПУБЛИКĂРА "Вырăнтине суйла - хамăрăнне туян" акци пуçланчĕ. Çак акцие Раççей Президенчĕн хăш-пĕр ятарлă экономика мерисем йышăнассипе çыхăннă хушăвне пурнăçласа йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ - хамăр патăмăрти продукцие халăх патне çитерсе çынсене унпа тивĕçтересси. Акци авăн уйăхĕнче тытăнса раштавччен пымалла. Ăна пуçараканĕсем - Ял хуçалăх, экономика аталанăвĕн министерствисем, операторĕ - Чăваш Енĕн Суту-илỹ промышленноç палати.

Çак мероприяти вăхăтĕнче хамăр патăрта туса кăларнă продукци çинчен каласа кăтартакан информаципе анлă паллаштарĕç. Кунта радио-телевиденипе хаçатран тытăнса реклама экранĕсемпе урамра çырса çакасси таранах кĕрет.

Телевизорпа "Тĕрĕслевлĕ туяну" текен проекта пурнăçа кĕртесшĕн. Ун вăхăтĕнче хамăр патăмăрти тата республика тулашĕнче кăларакан продукцие туянĕç те ăна экспертсем хаклĕç



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2014
10:33
Поделиться