Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи матуррисене палăртнă

 ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче педагогсен канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Валерий Спиридонов директор иртнĕ вĕренỹ çулĕн ĕç кăтăртăвĕсемпе плана кĕртнĕ тĕллевсене епле пурнăçланипе паллаштарнă. Çавăн пекех преподавательсен хушшинче ĕçре палăрнисене тĕрлĕ хисеплĕ ятсем панă. "Чи лайăх преподаватель" _ Станистав Алексеевич Алексеев, "Чи маттур ĕç мастерĕ" ята вара Михаил Васильевич Ярушкин тивĕçнĕ. Вĕсене техникум администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Сăмах май каласан, çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче кунта вĕренсе професси илес текен абитуриентсен шучĕ 100-тен иртнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 августа 2014
08:48
Поделиться