Унăн ячĕ вилĕмсĕр
Ыран, çурлан 21-мĕшĕнче, тĕнче поэзийĕнче сумлă ят çĕнсе илнĕ поэт-ентешĕмĕр Геннадий Айхи пурăннă пулсан, 80 çул тултармаллаччĕ.
Шел пулин те, чăваш чунлă сăвăçăмăр пиртен уйрăлса кайни 8 çул иртрĕ. Паллах, унăн ырă ячĕ, ĕçĕсем, нихăçан та пирĕн тăван халăх асĕнчен каймĕç, вĕсем ĕмĕрлĕх тăван культурăмăр шайне кăтартакан витĕмлĕ пулăм пулса тăрĕç.
Çĕньялта çуралса ỹснĕскер, терт-нушине те нумай курнă пулин те вăл чăваш литературине çĕнĕ сывлăш кĕртме хал çитернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕнчере ăна авангардист-сăвăç евĕр пĕлеççĕ.
Юбилей тĕлне республикăра кăçал çулталăкĕпех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Хамăр районра та шкулсемпе вулавăшсенче "Айхи вулавĕсем" _ конкурс-фестиваль, "Геннадий Айхи - пирĕн ентеш" литература викторини, "Çăлтăр çуралать çиçме" кĕнеке куравĕсем, инфомаци сехечĕсем йĕркеленĕ. Нарăс уйăхĕн 19-28 мĕшĕнче Чăваш республикин Наци вулавăшĕнче поэта асăнса "Г.Айхин литература картти" куравĕ, пушăн 29-30 мĕшĕсенче "Голос А" сăвă фестивалĕ иртнĕ.
Çурлан 21-мĕшĕнче Айхи фончĕ тата Шупашкарти "Голос А" поэзи фестивалĕн кураторĕсем А сасă кунĕн акцине йĕркелеççĕ. Вăл 18-00 сехетре Наци библиотекипе юнашар скверта иртĕ.
Тĕнчипе паллă Геннадий Айхи поэт-ентешĕмĕр ятне яланах асра тытасчĕ. Унпа çыхăннă мероприятисене хастар хутшăнса чăвашлăха çỹле çĕклесчĕ.
Н. МАЗЯКОВА