Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача-пăча конкурсĕ чĕнет

 ÇУЛ çинче ачасемпе çыхăннă синкерлĕхсенчен сыхланас тата вĕсен сывлăхне упрас тĕллевпе республикăри ача-пăча библиотеки "Çул-йĕр правилисем _ ачасен куçĕпе" конкурс ирттерет. Вăл июлĕн 30-мĕшĕнче пуçланнă, сентябрĕн 30-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентесси тата çул çинче асăрхануллă çỹреме хăнăхтарасси. Çак ĕçе 15 çула çитнĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хутшăнма пултараççĕ. Конкурс условисем пирки тĕплĕнрех республикăри ача-пăча библиотекинчен (8352) 52-37-22, e-mail - rdub@cap.ru) тата Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинчен (6-15-39, e-mail - batdet@nxt.ru) ыйтса пĕлме пулать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 августа 2014
09:33
Поделиться