Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Упрар вăрмана: хамăр ачасемшĕн, мăнуксемшĕн, пулас ăрушăн!

ВĂРМАН - пирĕн пуянлăх. Анчах та унăн хăрушă тăшманĕ пур _ вут-кăвар. Пуринчен ытла вăл çынсем çулăмпа асăрханусăр тата тирпейсĕр пулнăран сиксе тухать. Чĕртнĕ кăвайта е пируса, шăрпăка сỹнтермесĕр пăрахмалла мар. Çуллахи вăхăтра уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Усалтан Турă сыхлатăрах та пирĕн тăрăхри вăрмансенче вут-кăвар тухнине хальлĕхе палăртман. Çапах та ку тимлĕхе çухатмаллине пĕлтермест. Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн Шăмăршă лестничестви пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене яланах асра тытмаллине тепĕр хут асăрхаттарать. Вăрмана машинăсемпе кĕме, йывăçсен айĕнче, тунката çумĕнче, торфлă вырăнта пирус туртма, апат пĕçерес тĕллевпе кăвайт чĕртме, кĕленче савăта хĕвел питтине хурса хăварма юрамасть. "Хĕрлĕ автан" алхаснине курсан çийĕнчех 8(8352)40-24-00 тата 8-800-100-94-00 телефон номерĕсемпе шăнкăравламалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2014
15:22
Поделиться