Ан кăтарттăр пушар типшар, Уншăн пурте харăс тăрар
ÇУЛЛАХИ шăрăх кунсем малалла тăсăлнине кура пушар тухас хăрушлăх та чакмасть-ха. Вырăнсенче çав-çавах вут-кăварпа тимлĕ пулмалли пирки манмалла мар, çул çитмен ачасене тă хăйсем тĕллĕн çеç пăрахса хăварма юрамасть. Вăрмансенче кăвайт чĕртни пысăк хăрушлăх кăларса тăратни пирки те асрах тытмалла. "Хĕрлĕ автан" никама та типшар ан кăтарттăр тесен пурин те тимлĕхе ỹстермелле.
Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа районта 15 пушар пулнă. Кăтарту иртни çулхипе танлаштарсан 44 процент сахалтарах, тăкак-сиенĕ те пĕчĕкрех. Анчах та çакă никамшăн та лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар, хăрушлăх сиксе тухасран йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.