Питрав типпи тата Ураза-Байрам
ПРАВОСЛАВИ тĕнне тытса пыракансемшĕн Питрав типпи малалла парать. Вăл июнĕн 16-мĕшĕнче пуçланнă, июлĕн 12-мĕшĕччен тăсăлать. Иртнĕ шăмат кун вара мăсăльмансем те типпе кĕчĕç. Ураза-Байрам шăп та лăп пĕр уйăх тăсăлать. Çак тапхăрта вĕсем хĕвел тухиччен (ирхине виçĕ çехетчен) тăрса апат çиеççĕ. Унтан вăл аничченех (каçхине тăхăр сехет иртиччен) çăвара шыв та сыпмаççĕ. Турă умĕнче çапла ỹкĕнсе çылăха каçарттараççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов районта пурăнакан тутарсене уяв ячĕпе саламланă, çирĕп сывлăх, пысăк чăтăмлăх суннă.
"Авангард" (газета Батыревского района)