Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕчĕк футбол уйĕ _ пысăк парне

ÇАК кунсенче Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулпа "Чувашская энергосбытовая компания" акционерсен уçă обществин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн офисĕ хушшинче пуçласа футболистсен шавлă сасси илтĕнсе кайрĕ. Тăватă çул каялла çуралнă шухăша энергетиксем пурнăçа кĕртрĕç: кỹршĕ çуртра вĕренекен шкул ачисене ыркăмăллăхпа пĕчĕк футбол уйĕ (80х50 м) хатĕрлесе пысăк парне турĕç. Офис директорĕ Д. Гаврилов каланă тăрăх, ун йĕри-таврашне йывăç-тĕм лартса ỹстересси, ăна капăрлатса пăхса тăрасси вара пĕрлехи ĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2014
13:09
Поделиться