Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплисен ушкăнĕ сарăлсах пырать

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче ырă ĕçсене çултан-çулах тăсса пырасси çирĕпленнĕ йăла темелле. Вĕсенчен пĕри шăпах районăн хисеплĕ гражданинне палăртасси. Район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн кăçал ăна саккăрмĕш хут палăртрĕç. Хальхинче çак ята Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн юрăпа ташă ансамблĕн ертỹçи Анатолий Степанович Шакин тивĕçрĕ. Çак сăлтавпа ăна районти акатуйра хĕрлĕ хăю çакса ячĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2014
13:06
Поделиться