Сывă пул, юратнă шкул!
РАЙОНТИ шкулсенче ăсату каçĕсем вĕçленчĕç темелле. Иртнĕ эрнере Турханти вăтам шкулта та вĕренекен вун тăхăр каччăпа хĕршĕн чуна хумхантаракан шкул вальсĕ юлашки хут янăранă. Кăçал алла аттестат илекен ачасенчен пиллĕкĕшĕ "5" паллăпа çеç вĕренсе тухни те кăмăллă. Дария Павлова вара хĕрлĕ хуплашкаллă аттестат илме тивĕçнĕ. Ашшĕ-амăшĕн пултаруллă та ăслă-тăнлă хĕрĕпе мухтанмалăх пурах.
"Авангард" (газета Батыревского района)