Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Фунфуриксемпе" сыв пуллашма тивĕ

 ЮЛАШКИ вăхăтра аптекăсенче спирт тытăмлă тĕрлĕрен шĕвексене сутни пирки чылай çыраççĕ, калаçаççĕ. Вĕсене ытларах ĕçкĕçсем е ун еннелле туртăнма пăхакансем туянаççĕ. Малашне вара эрех серепине çакланнисем 100 мл кĕрекен "фунфуриксене" сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче туянаймĕç _ сутма чарнă. Кун пирки правительство хăйĕн шухăшĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çитерме ыйтнă. Апла пулсан малашне ĕçкĕçсем вак укçисене шутласа аптекăсем еннелле утмĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2014
16:10
Поделиться