Европа чемпионатне хутшăнса
МАЙĂН 18 _ 24-мĕшĕсенче Баку хулинче алă вăйне виçессипе Европа чемпионачĕ иртнĕ. Çак пысăк ăмăртăва хутшăнса Раççей чысне хỹтĕлеме пирĕн ентешĕмĕр, Ыхра Çырминче çуралса ỹснĕ Альмира Алеева та тивĕçнĕ. Вăл çеç те мар-ха. 65 килограмлă виçеллисем хушшинче ЧПУ студентки Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарса иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Унăн пĕрремĕш тренерĕ _ И. Алеев. Халĕ вара пулас юрист сентябрьте иртекен Тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрленет. Чиперккене ăнăçу сунмалли çеç юлать.
"Авангард" (газета Батыревского района)