Вăрмансене кĕме юрамасть
ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен транспорта, граждансене республика вăрманĕсене ирĕккĕн кĕрсе çỹреме чарнă.
Чăтлăх-вĕтлĕхре пушар тухас хăрушлăх VI класпа танлашать. Хушăва вăрманлăхсем, вут-кăварпа кĕрешекен службăсем пурнăçлаççĕ.
Сывлăш вĕриленнĕрен ешĕллĕхри пĕл-тĕрхи çулçă, хăрăк-марăк типĕ, шăрпăк пĕрчине сỹнтермесĕрех пăрахсен çийĕнчех вут хыпса илет. Вут-кăварпа кĕрешекенсем талăкăн кирек хăш сехе-тĕнче те дежурствăра. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче федерацин çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Сăрçи" лаптăкăн Атрать станцийĕнчен 6 çухрăмри 13-мĕш кварталĕнчи (10,5 га) йывăç-тĕм çунса кĕлленнĕ. Горький чукун çулĕпе пуйăс иртнĕ хыççăн вăрмана вут хыпнă теççĕ. Хальхи вăхăтра пушар сăлтавне тĕплĕнрех тĕпчеççĕ.