Май операцисемпе пуян
РАЙОНТИ çул-йĕр инспекторĕсем яваплă кунсемсĕр ĕçлемеççĕ темелле _ гаишниксемшĕн çине-çине операци тапхăрĕсем пулса пыраççĕ. Çакă вара пакунлисене çеç пырса тивмест. Водительсен те, çуран çỹрекенсен те кун пирки çамки çине картсах хума тивет. Çавăн чухне çеç çул çинче культурăлăх ỹсĕ. Çак кунсенче çеç, сăмахран, "Пешеход. Пешеходный переход" операци иртнĕ. ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А. Петров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх инспекторсем 19 çын ячĕпе протокол çырнă. Çитес эрнере тата "Мото" вунăкунлăх пуçланать. Вăл майăн 30-мĕшĕчченех пырĕ. Мотоциклпа е мопедпа çил пекех вĕçтерсе çỹрекенсен çак тапхăрта асăрханмах тивĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)