Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Экзаменсене хатĕрленсе

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем вăйă мар, витĕмлĕ тĕрĕслевсем. Малашлăх пурнăçра унашкаллисем сахал мар пулаççĕ-ха. Çавăнпа та нихăшĕнче те çухалса кайма кирлĕ мар. Шăпах çак ыйтăва хускатма тăрăшрĕç Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти пулас выпускниксемпе ирттернĕ калаçура. Л. Хисамутдинова психолог-педагог вĕренекенсене экзаменсем умĕн психологи тĕлĕшĕнчен хатĕрлес тĕллевпе тренинг йĕркелерĕ. Унта "Экзаменра чи йывăрри", "Ỹкерчĕке вĕçле", "Хăвна хăв шан" тата ытти упражненисем турĕç. Çакăнтан ачасем тĕрĕс пĕтĕмлетỹ патне тухрĕç: халиччен пухнă пĕлĕве хак парас ĕçре кашнийĕн хăйне алла илсе ыйтусене тĕрĕс те тулли хуравсем пама тăрăшмалла.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2014
17:15
Поделиться