Тĕнче шайĕнчи ăмăртура
Нăрваш Шăхальне савăнăçлă хыпар çитрĕ: Кипр çĕр-шывĕнче тĕнче шайĕнчи велосипедистсен кросс-кантри енĕпе ăмăрту пулса иртнĕ. Унта Раççей пĕрлештернĕ командине кĕрекен çамрăк спортсменкăсем ăнăçлă ăмăртнă. Хăйсен çулхисен хушшинче пирĕн Марина Филиппова Чехословаки хĕрне Тереза Хурикована выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унпа пĕрле командăри тантăшĕ Снежана Михайлова виççĕмĕшне çĕнсе илчĕ. Велосипедистсен тĕнче шайĕнчи кăçалхи ăмăртăвĕ _ пĕрремĕш. Çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Пĕрлештернĕ командăра çавăн пекех Ирина Каленьтева, Ольга Терентьева, Артур Раськин, Кристина Ильина пурри те кăмăллă.
В. МИХАЙЛОВ
"Авангард" (газета Батыревского района)