Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вирус ытларах ачасене пусмăрлать

 ÇУЛСЕРЕНЕХ çанталăк ăшăтса-сивĕтсе тăнă тапхăрта çынсем çине-çинех сунаслаççĕ, пуç, пыр ыратнипе аптăраççĕ. Хăшĕ-пĕри çакнашкал паллăсемлĕ чире гриппа çыхăнтарать. Районти роспотребнадзор уйрăмĕн врач пулăшуçи Г. Перепелкина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе Юхмапа Пăла тăрăхне çакнашкал амак килсе çулăхман-ха. Анчах та ОРВИ текен вирус инфекцийĕ çаклатнисем кашни кунах тĕл пулаççĕ. Мартра çеç 27 çынна шута илсе тухтăрсем сиплев панă. Ытларахăшĕ _ 17-шĕ _ ачасем. Апла пулсан унтан асăрханмалли йĕркене вĕренỹ учрежденийĕсенче те, ĕç коллективĕсенче те, çын йышлă çỹрекен вырăнсенче те çирĕп пăхăнмалла, уçă сывлăшра ытларах пулма тăрăшмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2014
11:34
Поделиться