Операци усăллă ирттĕр
РАЙШАЛĔÇПАЙĔН çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайĕнче кашни çур çулта пĕр хутчен "Полици тата ачасем" операци йĕркелеççĕ. Хальхинче ятарлă уйăхлăх мартăн 28-мĕшĕччен тăсăлать. Яваплă тапхăрта пакунлисем районти шкулсене çитсе вĕренекенсемпе наркотик тата ун евĕр наркăмăшлă япаласем çитĕнекен çамрăксемшĕн мĕн тери сиенлĕ пулнă пирки калаçусем ирттереççĕ, ятарлă видеофильмсем кăтартаççĕ. Çак тĕллевпе вĕсем юлашки кунсенче Туçари тата Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкулсенче пулнă.
"Авангард" (газета Батыревского района)