Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Айхи вулавĕсем" _ саккăрмĕш хут

 ВĔРЕНЕКЕНСЕН творчество ăсталăхне туптас, вĕсене чăвашлăх туйăмĕпе мăнаçланма хăнăхтарас, атте-анне чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевпе Çĕньялти вăтам шкулта кăçалхипе саккăрмĕш хут Чăваш халăх поэтне Геннадий Айхине халалласа "Айхи вулавĕсем" конкурс йĕркелерĕç. Тупăшăва хутшăнакансем сахалăнах пулман: 22 шкултан çĕр ытла вĕренекен хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне сцена çинчен кăтартнă. Вăл шутра хăй çырнă йĕркесемпе мăнаçланакансем те пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 марта 2014
09:51
Поделиться