Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фестивальтен пысăк кăмăлпа таврăннă

ИРТНĔ эрне кун Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Чăваш Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Никитин ерсе пыракан ансамбль коллективĕ тĕп хуламăрта иртнĕ çамрăксен юрă пултарулăхĕн регионти фестивалĕнчен питĕ пысăк кăмăлпа таврăннă. Музыка училищисемпе аслă шкулсенчи ăстасем хушшинче вĕсем "Народное пение" номинацире пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Вун пĕрмĕш класра вĕренекен Александр Жиганов вара уйрăм юрăпа фестивале хутшăннисене тĕлĕнтернĕ, иккĕмĕш тухнă. Вокал эстрадисем те "бронзăпа" савăнтарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 февраля 2014
10:48
Поделиться