"Кашкăртан хăрасан вăрмана ан кай. Клюшкăран хăрасан пăр çине ан тăр!"
КУ ЧĂНАХ та çаплах-тăр. Çак кунсенче Çĕнĕ Ахпỹртри тата Турханти вăтам шкулсенчи чи-чи ăста хоккеистсен пĕрлештернĕ команди Республика Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илес тĕллевпе йĕркеленĕ спартакиадăна хутшăннă. Çамрăк спортсменсем маларах вырăнсенче хăлхисем хĕп-хĕрлĕ пуличчен пăр çийĕн чăр-чар чĕрсе йĕрсем туни харама кайман. "Ылтăн шайба" клуб хастарĕсем Елчĕк тата Тăвай районĕсен командисенчен выляса илнĕ. Çĕнтерỹ вăрттăнлăхне аякра шырамалла мар: Н. Михайловпа А. Раевский тренерсем ачасене вăйă техникине аван хăнăхтарнине палăртмалла.
"Авангард" (газета Батыревского района)