Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вунăкунлăх кăтартуллă ирттĕр

КĂРЛАЧĂН 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен районта "Автобус" вунăкунлăх пырать. Кун пирки хаçат редакцине районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А. Петров пĕлтерчĕ. Çул-йĕр инспекторĕсен асăннă тапхăрта пысăк яваплăхпа ĕçлеме тивĕ. Ку чухне пирĕн районта "Д" категорине кĕрекен техника сахалах та мар. Вĕсене 240е яхăнах шута илнĕ. Шкул ачисене илсе çỹрекен шоферсем те çулсеренех йышланса пыраççĕ. Вĕсен вара пурин те асăннă кунсенче çеç мар, ытти чухне те çул çинчи йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Кирек мĕнле пулсан та водительсем йышлă пассажиршăн яваплă-çке.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 января 2014
09:44
Поделиться