Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă Чемен шкулĕнчен тĕслĕх илмелĕх пур

ЧĂВАШ Ен Пуçлăхĕ республикăри тăрăшуллă, малалла ăнтăлакан çамрăксене кашни çулах стипенди парса хавхалантаракан списокра яланхиллех Патăрьелсем те пур. Хальхинче 24 хастар хушшинче çак чыса Аслă Чемен вăтам шкулĕнчен харăсах тăваттăн тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, асăннă коллектив ку тĕлĕшпе республикăра та чи пуçаруллисенчен пĕри-тĕр: пĕлтĕр çак чыса тивĕçлисем хушшинче улттăн тан та пулнă. Çав вăхăтрах хăш-пĕр шкулсенчен пĕр ача та çакланаймасть.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 января 2014
13:24
Поделиться