Сире васкавлă е хăвăрт пулăшу кирлĕ-и?
КĂРЛАЧĂН 1-мĕшĕнчен "0З" цифрăпа пĕлекен васкавлă пулăшу çĕнĕлле ĕçлеме пуçланă иккен. Малашне асăннă службăна "103" пуçтарса шăнкăравламалла пулать-мĕн. Çав вăхăтрах ĕлĕкхи номерĕ те юлать. Шурă халатлисем паракан пулăшăвĕ вара икĕ ушкăна пайланать: васкавлă (неотложная) тата питĕ хăвăрт пулăшу памалли (экстренная). Пĕрремĕшĕ çыннăн пурнăç хăрушлăхĕпе çыхăнман: вăл хăйне япăх çеç туймалла. Иккĕмĕш тĕслĕхĕнче вара çын тăнне çухатма та пултарнă.
"Авангард" (газета Батыревского района)