Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ

 РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çулсеренех районти ял тăрăхĕсенче влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлне вырăнти сайтсенче мĕнле çутатса тăнине пĕтĕмлетеççĕ. Ку тĕлĕшпе иккĕмĕш çул ĕнтĕ Шăнкăртам ял тăрăхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. 2013 çул итогĕпе те сайтне пуян та тулли содержаниллĕ тăвас тĕлĕшпе чи лайăх ĕçлекенсенчен пĕри тесе палăртнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемшĕн дипломсене Первомайскисемпе Туçасем çĕнсе илнĕ. Алманчă, Пăлапуç Пашьел, Ыхра Çырми, Турхан, Аслă Чемен ял тăрăхĕсем вырнаçтаракан хыпарсем те начар мар.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 января 2014
15:16
Поделиться