Пирĕн "Авангард" _ бронза призерĕ
Декабрĕн 20-мĕшĕнче республикăри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви Шупашкарти Наци библиотекинче Тăван тавралăха сыхламалли çулталăка пĕтĕмлетсе "Симĕс Чăваш Ен" экофестиваль ирттерчĕ.
Унта мероприятине йĕркелеме хутшăнакансем, çав шутра влаç органĕсен тата муниципалитетсен, бизнес-структурăсен, общество организацийĕсен представителĕсем, регионти экологин çивĕч проблемисене сỹтсе яврĕç тата Тăван тавралăха упрамалли çулталăкра ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç.
Фестивальтех Чăваш республикинче Тăван тавралăха сыхамалли çулталăкри ĕç-хĕле анлăн çутатса тăрас тĕлĕшпе массăллă информаци хатĕрĕсен тата журналистсен хушшинче ирттернĕ конкурс итогĕсене пĕлтерчĕç. Кунта пирĕн коллектива савăнмалли те пулчĕ _ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче "Авангард" хаçат виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ăна диплом тата преми парса чысларĕç. "Ылтăнпа" "кĕмĕле" ЮТВ телекомпани тата Чăваш наци радиовĕ тивĕçнине шута илсен, "бронза" чăннипех пысăк çитĕнỹ _ республикăри хаçатсем хушшинче çĕнтерỹçĕ тесен те тĕрĕс.
Сăмах май, çак фестивальтех район администрацийĕн специалист-экспертне (тĕп экологне) А. Майрушкина Тăван тавралăха сыхламалли çулталăка ирттерме хастар хутшăннăшăн министерствăн Тав çырăвне парса сум турĕç.
(Хамăр корр.)