Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăмăртăва хутшăнасса шанатпăр

 Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта ял тăрăхĕсен спартакиадипе килĕшỹллĕн шахмат турнирĕ иртрĕ. Вăййа командăсемпе хутшăнчĕç. Пĕрремĕш вырăна Патăрьел ял тăрăхĕн команди йышăнчĕ. Ун чысне В. Шадиряков, Р. Сафиуллов, Н. Федоров, Ю. Тинюкова хỹтĕлерĕç. Çĕнтерỹçĕсем пĕрремĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç.

Иккĕмĕш вырăна Пикшик, виççĕмĕшне Тăрăн ял тăрăхĕсен командисем тухрĕç.

Шел те, хăш-пĕр ял тăрăх ертỹçисем ăмăртăва килме те кăмăл туман. Вĕсен те ăста шахматистсем сахал мар-çке. Январĕн 4-5-мĕшĕсенче пулакан районти йăлана кĕнĕ Раштав уявĕсен турнирне шахмат тата шашка ăстисем йышлăн хутшăнасса шансах тăрас килет.

А. АФАНАСЬЕВ



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 декабря 2013
16:56
Поделиться