Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конституци кунĕнче паспорт илнĕ

РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн залĕнче асра юлмалли мероприяти иртнĕ: вун тăватă çул тултарнă ултă каччăпа хĕре Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен тĕп документ _ паспорт _ панă. Савăнăçлă чыслава федераци миграци службин управленийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Геннадий Сугутский, çамрăксен парламенчĕн членĕ Дмитрий Федоськин, райшалĕçпайĕн ытти работникĕсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăннă, ят-чыса çỹлте тытма, Конституци умĕнчи тивĕçне таса чун-чĕререн пурнăçлама ырă суннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 декабря 2013
08:40
Поделиться