Камăн фантазийĕ пысăкрах пулĕ-ши?
ÇЫВĂХ вăхăтра хăйĕн асамлă патакĕ çине таянса çула тухнă шур сухаллă Хĕл Мучи çĕнĕ çулта пирĕнпе пĕрле савăнма Юхмапа Пăла тăрăхне те персе çитĕ. Çакă район центрĕнче сисĕнме те пуçларĕ ĕнтĕ. Паян каçхи Патăрьел ытти чухнехинчен чылай капăртарах. "Хĕллехи фантази" конкурсран айккинче юлас мар тесе тăрăшакан организаци-предприяти, учреждени кантурĕсем куç хĕсмелле вылякан тĕрлĕрен çутăсем вырнаçтарни чунсенче уяв туйăмĕ çуратать. Çулсеренех йĕркелекен конкурса уйрăм усламçăсем, çемьесем те хавхалансах хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерỹçĕсене яланхи йĕркепех раштавăн 25-мĕш хыççăн парне кĕтет. Çавăнпа та çурт умĕсене капăртлатма ан ỹркенĕр.
"Авангард" (газета Батыревского района)