Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсен Пуъăвĕни ларăвĕ

Иртнĕ эрне кун район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ XXIII ларăвне ирттернĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, организаци, предприяти, учреждени ертỹçисем хутшăннă.

Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пынă.

Халăх суйланă çынсем чылай ыйтăва сỹтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем кăларнă: районăн 2014 çулхи тата 2016 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене çирĕплетнĕ, çитес çул муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогноз планне пăхса тухнă. Ку ыйтусемпе райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕн çумĕ Г. Иванова доклад туса панă.

Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Г. Чернова тĕп ыйту _ районăн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ _ пирки тухса калаçнă. Бюджетпа тĕплĕнрех Николай Иванович паллаштарнă. Ăна депутатсем пĕр саслăн пулса çирĕплетнĕ.

Хамăр корр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 декабря 2013
10:57
Поделиться