Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика шайĕнче палăрнă

Чăваш Республикинче 1997-1998 çулсенче çу-ралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче А. Пугачев, А. Чашкин (Хирти Пикшикри вăтам шкул, тренерĕ _ республика тава тивĕçлĕ тренерĕ А. Камалетдинов), Р. Яббаров (Ыхра Çырми, тренерĕ Р. Даутов), К. Смирнова (Первомайски, тренерĕ М. Зейнетдинов), пĕрремĕш, С. Мезеветов, А. Порфирьев (Хирти Пикшик), Е. Анюров, Д. Чиркина (Сăкăт, тренерĕ В. Анюров) малти вырăнсене йышăннă. Çакăншăн республикăри физкультура, спорт тата туризм министерстви çирĕплетнĕ дипломсемпе медальсене илни пурне те савăнтарнă.

А. АФАНАСЬЕВ



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 ноября 2013
13:31
Поделиться