ПИРУС ТУРТНИНЕ, НАРКОТИКА СИВЛЕМЕЛЛЕ!
Районта "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" пыракан акципе килĕ-шỹллĕн тĕп библиотекăра агропромышленность техникумĕн вĕренекенĕсемпе "Санăн йăлу _ санăн пурнăçу" темăпа калаçу ирттернĕ. Сывлăх çинчен сăмах пуçарнă кунта. Сывă çын тăрăшса вĕренме, хастар ĕçлеме, савăк курăнма, çитĕнỹ тума пултарать-çке. Кунта тĕрĕс апатланни, ỹт-пĕве çирĕплетни, спортпа туслă пулни те кирлĕ. Апла пулсан сиенлĕ йăласенчен пăрăнмалла. Çитĕнекен ăрăвăн пирус туртассине, эрех-сăра ĕçессине, наркотика сивлемелле.
Тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Н. Ракова сиенлĕ йăласем каччăсемпе хĕрсене мĕнле витĕм кỹни çинче чарăнса тăчĕ, вăйă выляттарчĕ. Районти тĕп больница наркологĕ Н. Надина вара çамрăксем наркотикпа усă курнине мĕнле тĕрĕслесе пĕлмелли çинчен каларĕ. Пирус туртни, эрех-сăра ĕçни организма мĕнле хавшатни çинче чарăнса тăчĕ.
Юлашкинчен "Хăрушсăрлăх территорийĕ" видеофильм пăхрĕç. Унта наркотик вилĕм патне илсе çитернине уççăн каланă. Çак çултан пăрăнмалли çул-йĕре кăтартнă. "Сăра алкоголизмĕ _ çамрăксен нуши" электронлă презентаци пăхни те вырăнлă пулчĕ. Чирлемелле ан пултăр. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни çеç пурăнас кăмăла çĕклет.
А. ИВАНОВА