Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар хăрушлăхĕн ыйтăвĕпе

 Район администрацинче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе тата чрезвычайлă лару-тăрăва хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата строительство пайĕн начальникĕ В. Краснов ертсе пынă.

Тĕп ыйту _ кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра вут-çулăмран сыхланасси. Ларура Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин Патăрьел районĕнчи пушар надзор начальникĕ В. Яковлев пушар алхасасран тунă мероприятисемпе кĕскен паллаштарнă, Çĕньял тата Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕсем ялсенче инкек тухасран йышăннă мерăсем пирки чарăнса тăнă.

Райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ Г. Каллин çынсемшĕн шыв кĕркуннепе хĕлле те хăрушлăх кăларни, çавна май пулăшу пама яланах хатĕр тăни пирки пĕлтернĕ.

_ Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем хальхи вăхăтра пурне те пăшăрхантараççĕ. Пурте пĕрле тăрăшса тата халăхпа пĕр шухăшлă пулса ĕçлесен çеç район территоринче лăпкăлăх хуçаланĕ, _ тенĕ В. Краснов канашлăва пĕтĕмлетсе.

(Хамăр корр.)



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 ноября 2013
13:17
Поделиться