Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Полномочи срокне тăснă

 Федераллă органсенчи яваплă должноçсенче ĕçлекенсене çĕр-шыв ертỹçи хăй уйăрса лартать. Çак йĕрке тĕрлĕ шайри судьясене те пырса тивет. Акă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В. Путинăн 2013 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă 805 номерлĕ "Федераллă судсен председателĕсене палăртасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн, Владислав Васильевич Елдратова Патăрьел район сучĕн председателĕ пулма тепĕр 6 çуллăха çирĕплетнĕ. Халиччен Владислав Васильевич çак ĕçе РФ Президенчĕн 2008 çулхи Указне пăхăнса пурнăçласа пынă. Унăн çĕнĕрен вăя кĕнĕ полномочийĕ 2019 çулччен пырĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 ноября 2013
12:51
Поделиться