Йăх тымарне пĕлетĕн-и?
КАШНИ çыннăн йăх-несĕле пĕлмеллех: хăш эртелтен эпир тата камсем пирĕн мăн-мăн асаттесем? Шел пулин те, чылай чухне 3-4-мĕш сыпăкран ытла калаймастпăр. Районти "Çăкăр" музейра ĕçлекенсем çитĕнекен ăрура тăванлăх туйăмне çуратас тĕллевпе "Манăн йăх" конкурс ирттереççĕ. Унта 5-11 классенче вĕренекен кашни ача хутшăнма пултарать. Ĕçсене раштавăн 2-мĕшĕччех йышăнаççĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)