Малика тата Марьям _ йĕкĕрешсем
ЮПА уйăхĕн 25-мĕшĕнче районти ЗАГС пайĕнче йĕкĕреш хĕр ачасене регистрациленĕ. Хальхинче телейлисем _ Хирти Пикшикри Садртдиновсем. Радик Равиловичпа Рузиля Рафаиловна пĕр шухăшлă пулса чиперккесене сайра тĕл пулакан ятсемпе: Малика тата Марьям тесе çыртарнă. Сăмах май каласан, иртнĕ çул çак тапхăрта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăватă йĕкĕреш ача çуралнă. Кăçал вара ку тĕлĕшпе ĕç-пуç ăнăçлăрах та темелле. Çырăнтару керменĕн специалисчĕсем пиллĕкмĕш мăшăра çак савăнăçлă сăлтавпа свидетельстăсем парса саламланă. Çулталăк вĕçлениччен вăхăчĕ пур-ха. Тен, "иккĕнлисен" ушкăнĕ тата пысăкланĕ...
"Авангард" (газета Батыревского района)