"Авангард" стартне тухакансем _ сывă пурнăçшăн
РАЙОНТА ырă йăла-йĕркепе ирттерекен тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем пайтах. Вĕсенчен пĕри шăпах паян кĕрлесе иртĕ. Тĕрлĕ çулсенчи, ушкăнсенчи пултаруллă та маттур спортсменсем район администрацийĕн пуçлăхĕн тата районти "Авангард" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ тупăшура хăйсен ăсталăхне кăтартĕç. Вун виçĕ ушкăнпа иртекен эстафетăра палăракан вăйлинчен вăйлисем пирки çитес номерте тĕплĕнрех çырса кăтартăпăр.
"Авангард" (газета Батыревского района)