Сирена кăшкăртнинчен хăрама кирлĕ мар
ОКТЯБРĔН 4-мĕшĕнче ирхи 9 сехетре электросирена сассисем янăранинчен хăрама та, тĕлĕнме те, ĕç вырăнне пăрахса тухса кайма та, шăв-шав çĕклеме те кирлĕ мар. Вĕренỹ мероприятийĕ Раççей шайĕнче иртет. Ăна вăрçă тухас пулсан (аслă пỹлĕхçĕ çеç сыхлатăр ĕнтĕ кун пек инкекрен) халăха инкек пирки систермелли хатĕрсене тĕрĕслесе пăхас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)