Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи лайăх кăтарту _ пирĕн ентешĕн

 ЧĂВАШ Республикин паллă спортсменĕ, Нăрваш Шăхаль çĕрĕ çинче ỹссе çитĕннĕ Ирина Калентьева иртнĕ канмалли кунсенче Норвегинче маунтинбайкăн кросс-кантри енĕпе иртнĕ тĕнче Кубокĕн улттăмĕш этапне хутшăннă, унта лайăх результат кăтартнă. Пекинри Олимпиадăн бронза призерĕ дистанцине 1 сехет те 25 минут та 34 çеккунтра ярăнса тухнă, пьедесталăн чи çỹлти картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕ. Финиша Ева Лехнер итальян иккĕмĕш, Жюли Брессе француз виççĕмĕш çитнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 сентября 2013
16:05
Поделиться