Йĕкĕрешсем килнĕ тĕнчене, савăнтарма ашшĕ-амăшне
ÇЕМЬЕРЕ чи пысăк савăнăç вăл _ йыш хутшăнни. Аист харăсах икĕ кайăк илсе килни икĕ хут хаваслăрах. Паян Шăнкăртамри Хуснетдиновсенчен телейлĕреххисем çук та пулĕ: Гелгеня Рауфовна йĕкĕреш çуратнă. Пĕчĕк хĕрсене _ Алиняпа Залиняна _ килĕнче Айсылу аппăшĕ чăтăмсăррăн кĕтет. ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина çуралнине ĕнентерекен хутсене панă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, пикесене сывлăхпа ỹсме суннă.
"Авангард" (газета Батыревского района)