Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăшă сăмах - ватăсемшĕн пыл тути

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тăхăр вуннă тултарнă е тата аслăах ĕçпе вăрçă хастарĕсене çĕр-шыв элтеперĕ Владимир Путин алă пуснă Тав çырăвне чыслă та сумлă парнелесси йăлана кĕчĕ. Хисеплĕ ватăсем патне ытларах район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов хăй çитсе ăшшăн саламлама тăрăшать. Указ тухнăранпа (вăл иртнĕ çулхи майăн 7-мĕшĕнче пурнăçа кĕме пикеннĕ) районти 52 ветеран чуна çывăх сăмахсемпе хаклă парнесене йышăнма та ĕлкĕрнĕ. 

-Çулталăк вĕçлениччен тепĕр 45 ĕç паттăрĕ патне çитсе пархатарлă ĕçшĕн тав тăвасшăн. Кинемейсемпе мучисен çак салама йышăнма пурин те сывлăхĕсем çеç пулччăр,- пĕлтерчĕ районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н. Никитина.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 августа 2013
09:40
Поделиться