Райпо кунĕ
Июлĕн 19-мĕшĕнче каçхине Патăрьелĕнчи тĕп площадьре райпо кунĕ иртрĕ. Йăлана кĕрекен çак хаваслă мероприятине район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, Чăвашпотребсоюз Совечĕн правленийĕн председателĕн çумĕ Надежда Наумова, Патăрьел ял пуçлăхĕ Анатолий Моисеев, çавăн пекех райпо председателĕ Петр Перепелкин, тытăмăн ытти ертỹçисем хутшăнчĕç, кооператорсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем вара лапама пухăннă халăха театра çывăх сценкăсем кăтартрĕç, ваттипе вĕттине тĕрлĕ вăйă выляттарчĕç. Кунсăр пуçне ятарлă сцена çинче Шупашкартан килнĕ эстрада çăлтăрĕсем паха концерт лартса пачĕç. Уяв чаплă фейерверкпа вĕçленчĕ.
(Хамăр корр.)