Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ирина Калентьева- "супер элита" спортсменка!

 ПИРĔН район спортсменĕсем пĕрин хыççăн тепри ентешĕсене пысăк хавхалану кỹреççĕ. Паян Хусанти универсиадăри савăнăç та сĕвĕрĕлменччĕ-ха. Халĕ вара тĕнчипе палăрнă Нăрваш Шăхаль чиперкки Ирина Калентьева сăртлă-туллă чăрмавсем тăрăх велосипедпа чупассипе (кросс кантри) чи-чи вăйлă хĕрарăм-спортсменкăсен Раççейри чемпионатне хутшăнса каллех финиша чăн малтан çитнĕ, 25,6 çухрăма 1:33:21 вăхăтра чупса тухнă. Ирина хăйĕнпе тупăшакана хĕрĕх çеккунт хыçа хăварнă. Черетлĕ çĕнтерỹпе сана, Ирина!



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 июля 2013
11:00
Поделиться