"Россельхозбанкран" тĕслĕх илмелĕх пур
РАЙОН центрĕн тĕп урамĕпе утса пыракансем "Россельхозбанк" умĕнчи тирпейлĕхпе илĕртỹллĕ çеçкесен клумбисене асăрханах ĕнтĕ. Офис умĕнче вĕсем мĕн çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех çапла ешереççĕ. Кунти хуçасем таврари кăтра курăксене те ỹссе ашкăрма памаççĕ, çулса, "прическа" тусах тăраççĕ. Банкирсен ку тĕлĕшпе опычĕ те çук мар. Виçĕм çул организаци çурчĕ умне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурсра районта чи кăтартуллисен шутĕнче пулнă. Çакнашкал капăрлăхпа кăçалхи тупăшура та малтисен ретĕнчен тухмĕç.
"Авангард" (газета Батыревского района)