Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чиркĕве туса пĕтерме пурте хутшăнар!

Район центрĕнче Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркỹ тума пуçланăранпа вунă çул та иртрĕ ĕнтĕ. Çак таса çурта обществăлла организацисенчен, уйрăм предпринимательсенчен, граждансенчен ыр кăмăллăх меслечĕпе пуçтарăнакан укçа-тенкĕпе çĕклеççĕ. Мĕн туни куç умĕнче: чиркỹ стенисене хăпартнă, алăксемпе чỹречесене вырнаçтарнă, тăррине витме пуçланă. Анчах та ĕçлемелли чылай-ха: йĕри-таврари лаптăка тирпей-илем кỹмелле, шалти строительство ĕçĕсене пурнăçламалла, тăррине витсе пĕтермелле тата ытти те.

Çывăх вăхăтра чиркĕвĕн пĕр пайне хута ярса унта кĕлĕсем ирттерме пуçласшăн. Строительство ĕçĕсене тепĕр хут аталантарса ярас тĕллевпе район администрацийĕ çумĕнче иртнĕ эрнере уйрăм Канаш (Попечительский Совет) туса хунă. Унăн ертỹçисем (сопредседателĕсем) - район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов тата Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай протоиерей.

Попечительсен Канашĕн ĕç ушкăнĕ вырăна тухса чи малтанах пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă. Хальлĕхе çак сăваплă ĕçе малалла йĕркелеме укçа-тенкĕ çитменни чарса тăрать. Çавăнпа та Попечительсен Канашĕ предприяти-организацисенче ĕçлекенсене, уйрăм предпринимательсене, мĕнпур халăха май пур таран пулăшма ыйтать. Тĕрлĕ организацинче тăрăшакансем хăйсен пĕр кунлăх ĕç укçине ятарлă счет çине куçарма, уйрăм çынсем райпо магазинĕсенче вырнаçтарнă урнăсене укçа хума пултараççĕ.

Аяларах ятарласа уçнă банк реквизичĕсене пичетлетпĕр:

Получатель: Приход Православной церкви Державной иконы Божией Матери

Канашское ОСБ № 7507 г. Канаш ИНН 2103005029 Расчетный счет 40703810575210101002 БИК 049706609 КорỸсчет 30101810300000000609 Банк получателя Чувашское ОСБ № 8613 г. Чебоксары.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 62-6-04.

(Хамăр корр).



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 июля 2013
09:16
Поделиться