Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Цифрăсемпе фактсем

  Кăçалхи ултă уйăхра иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан преступленисене уçса парасси 7,1 процент чакнă.

м Полици сотрудникĕсем явăçнипе çулталăк пуçланнăранпа ултавпа çыхăннă 32 хура ĕçе, взятка илнĕ пĕр тĕслĕхе, патшалăх укçине хăйĕн кĕсйине чикнĕ факта шута илнĕ.

м Дежурство вăхăтĕнче регистрациленĕ преступленисенчен 68 процентне çийĕнчех йĕр çине ỹкнĕ.

м Çул-йĕр инспекторĕсем административлă право йĕркине пăснă 3112 ĕç пирки протоколсем çырнă. Кăтарту иртнĕ çулхинчен 12 процент ытларах.

м Служба дисциплинипе саккунлăха пăхăнманшăн райшалĕçпайĕн 30 полици сотрудникне явап тыттарнă. Вĕсенчен ытларах пайĕ- ГИБДД ĕçченĕсем. Икĕ полицейскине ĕçрен хăтарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 июля 2013
09:26
Поделиться