Нăрваш Шăхаль чиперкки пăхăр медальпе таврăннă
НĂРВАШ Шăхаль тăрăхĕнче чăнласах та чăн-чăн спортсменсем çитĕнеççĕ. Нумай пулмасть çеç эпир Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Ольга Терентьева маутингбайк енĕпе тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртăва хутшăнса финиша пĕрремĕш çитни пирки пĕлтернĕччĕ. Унтанпа нумай та вăхăт иртмерĕ, каллех çак енрен ырă хыпар. Раççейри çамрăксем хушшинче иртекен çуллахи Спартакиадăра "Паттăр" спорт шкулĕн Нăрваш Шăхалĕнчи филиалĕн выпускници, спорт мастерĕн кандидачĕ Наталья Шайманова (тренерĕ СССР спорт мастерĕ А. Давыдов) йывăр атлет хăйĕн виçе ушкăнĕнче Пенза хулинчен пăхăр медальпе таврăннă.
"Авангард" (газета Батыревского района)