"Илем" ансамбль пултарулăхĕпе савăнтарнă
ТĔНЧЕ шайĕнче иртнĕ Республикăри чăвашсен Акатуйĕнче Раççейри çирĕм пĕр регионтан тата çирĕм çĕр-шывран инçе çула çывăхлатса çитнĕ тĕрлĕ халăх савăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен пысăк уява Çĕньялти "Илем" ансамбль хапăл тунă. Юрра-ташша ухата сцена ăстисем хамăр халăхăмăрăн ĕлĕкхи йăли-йĕркипе иртекен "Çăварни уявне" кăтартса панă. Авалхи çи-пуçлă артистсене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăннă. Шăрăх çанталăка пăхмасăр кукамай-асаннесен тăла сăхманĕсемпе, хушпу-тухйисемпе тапăртатни харама кайман, фольклор ушкăнĕ каялла черетлĕ дипломпа хавхаланса таврăннă.
"Авангард" (газета Батыревского района)