Газ хакланать
Газ хакĕ ỹсет. Çак ыйтăва ЧР Министрсен Кабинечĕ Иван Моторин премьер-министр ертсе пынипе çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ ларура тишкернĕ. Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи Альбина Егорова пĕлтернĕ тăрăх - ку утăм Федераци шайĕнчи йышăнусемпе килĕшỹллĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа газа хаклатман, халь пысăкланать - утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Газăн курттăм хакĕ 15 процент хутшăнать.
Çапла вара халăх йăлара усă куракан газăн пин кубла метрĕн хакĕ 4503 тенке яхăн пулать - пулăшу ĕçĕсем хакланнипе пĕрле шутласан халăхшăн ỹсĕм 14,5 процентпа танлашать. Шĕветнĕ газ та хакланать: тоннишĕн 10058 тенкĕ - усĕм 15 процент.
Сăмах май, "Чăвашсетьгаз" халăха шĕветнĕ газ сутса пысăк тăкак тỹсни пирки пĕлтернĕ иккен - 22 млн тенкĕ таранах.
Тариф служби тĕпчев ирттернĕ, чăнах та, тăкак пур, анчах асăннă виçелĕх мар, чылай пĕчĕкрех- 9 млн тенкĕ шайĕнче. Газовиксем çак тăкака бюджетран саплаштарма ыйтмĕç-и?
Иван Моторин çапла кăсăкланнине хуравласа служба ертỹçи Альбина Егорова ыйтма пултарасси пирки асăрхаттарчĕ. Чăн та, хальлĕхе ыйту татăлман-ха. Ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме йышăнни тăлăхсемшĕн, опекăна илнĕ ачасемшĕн уйăхсерен тỹлекен пособие пысăклатассипе çыхăннă.Ỹсĕм утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 10 процент пулать. Ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсене индексацилемелли индекс-дефлятора палăртрĕç - 5,5 процент. Унпа та çитес уйăх пуçламăшĕнчен усă курĕç.
"Хыпар" хаçатран.